1943—1944 çулсенче СССР ШĔХК Вăрçăра тыткăна лекнисемпе интерниленисен ĕçĕсен управленийĕ Хĕрлĕ Çарăн политика управленипе пĕрле тыткăна лекнĕ çар çыннисен фашистсене хирĕçле организацисене тăвас ĕçе пуçарса янă. 1943 çулхи утă уйăхĕнче вăрçăра тыткăна лекнисем «Ирĕклĕ Германи» наци комитетне туса хунă.
Вăрçă çулĕсенче тыткăна лекнисене патшалăхăн хуçалăхĕнче ĕçе ытлах хутшăнтарман. Вăрçă хыççăн тыткăнçăсем çапăçусем иртнĕ çĕрте арканнă халăх хуçалăхĕн объекчĕсене (савутсене, пысăк пĕвесене, чукун çулсене, портсене) юсаса çĕнетнĕ ĕçе хутшăннă. Çаплах вĕсем нумай хулара кивĕ çуртсерне юсанă, çĕнĕрен хăпартнă. Нимĕç вăрçă тыткăнçисем, тĕслĕхрен, Мускаври паллă тӳпехырĕсене, çав шутра МПУ тĕп çуртне, хăПартнă çĕре хутшăннă. Унсăр пуçне, тыткăнри нимĕçсене вăрман кастарнă, аякри тата йывăр çĕрсенчи регионсенче автомобиль тата чукун çулĕсене тутарнă, çаплах шахтăсенче ĕçлеттернĕ — уран, кăмрăка, тимĕр тăприне кăлартарнă. СССР Шалти Ĕçсен министерстви Тĕп финансă уйрăмĕн хыпарĕсемпе, 1943 çултанпа 1950 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тапхăрĕнче вăрçăри тыткăнçăсем 1.077.564.200 ĕç-кунĕ тунă, 16.723.628 пин рубль ĕçлесе илнĕ, çурт-йĕр тăвамĕнче тата промăçлăхра 50 млрд тенкĕне таран ĕç тунă.
1946 çулхи çĕртмен 18-мĕшĕнчеСССР министрсен канашĕ 1263—519сс №-лĕ «Об отправке на родину больных и нетрудоспособных военнопленных немецкой и других западных национальностей» Çирĕплетӳне йышăннă.
1947 çулхи ака уйăхĕнче Мускавра СССР, АПШ тата Аслă Британи ютçĕр ĕçĕсен министрĕсен конференцийĕ иртнĕ, унта 1948 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен нимĕç тыткăнçисене репатриацилеме калаçса татăлнă. Анчах та пурнăçра репатриаци 1950 çулченех тăсăлнă. Тата, вăрçăри пуçиле ĕçĕшĕн айăпланисене репатриацилемен.
1955 ç. юпа уйăхĕнче, ФРГ канцлерĕ К. Аденауэр визичĕ хыççăн, СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ «О досрочном освобождении и репатриации немецких военнопленных, осуждённых за военные преступления» Хутай кăларнă[1], вара Совет Союзĕнчен вăрçăра пуçиле ĕçне тунăшăн айăпланă 14 пинрен ытла нимĕç çар çыннине репатриациленĕ. Мĕнпурĕпе илсен, Совет Союзĕнчен иккĕ миллиона яхăн нимĕç тыткăнçисем таврăннă.
СССР ШĔМ Вăрçăра тыткăна лекнисемпе интерниленисен ĕçĕсен управленийĕ официаллă хыпарланипе, 1959 çулхи юпан 12-мĕшĕ тĕлне, пурĕпе тыткăна 2.389.560 герман вăрçă çыннине тыткăна илнĕ, вĕсенчен 356.678 çын тыткăнра вилнĕ.[2] Уйрăмах вăрçăн пĕрремĕш çулĕсенче тыткăнрисене вилĕм çулнă. Шартлама сивĕре, начар тум-тире тăхăннине пула тата япăх апат-çимĕçе панипе нумайăшĕ вăй-хал пĕтнипе, лагере кайнă чухнех вăрăм маршсенче вилĕме тупнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче вилĕмлĕх сахалланнă. Хăшпĕр нимĕç çăлкуçĕсемпе, совет тыткăнне 3,15 млн нимĕç çар çынни лекнĕ, вĕсенчен 1—1,3 млн тыткăнра вилнĕ.
Германипе унăн тамăрĕсен вăрçă тыткăнçисен йышĕ
1956 çулхи акан 22-мĕшĕ тĕлне ШĔХК лагерĕсенче шута илнĕ Германин тата вĕсен тăмарĕсен хĕçпăшаллă вăйĕсен вăрçă тыткăнçисен йышĕ[3].
Всеволодов В. А. «Срок хранения — постоянно!» Краткая история лагеря военнопленных и интернированных УПВИ НКВД-МВД СССР № 27 (1942—1950). — М.: Московский издательский дом, 2003. — 272 с. — ISBN 5-900747-12-3.
Всеволодов В. А. Ступайте с миром: к истории репатриации немецких военнопленных из СССР (1945—1958 гг.) — М.: Московский Издательский Дом, 2010. — 388 с. — 500 экз. — ISBN 5-85167-002-9.
Strategi Solo vs Squad di Free Fire: Cara Menang Mudah!