Вырăс патшалăхĕ[1][2] е висанти варианчĕпе Раççей патшалăхĕ[3][4][5] — 1478 - 1721 çулсенчи официаллă ячĕ 1721 çулхи юпан 22-мĕшĕнче Петербургри Виçпĕрлев соборĕнче Петĕр I патшана „император“ титула панă. Çак кунта ĕнтĕ Раççей патшалăхĕ официаллă Раççей империне куçнă.
1547 çулта Пĕтĕм Руç патши тата Аслă Мускав кнеçĕИван IV ХаярскернеПатша тесе кăшăлланă, тулли титулпа тивĕçтернĕ: «Аслă хуçа, Турă кăмăлĕпе пĕтĕм Руç патши тата Улатимĕр, Мускав, Новгород, Псков, Рязань, Тĕвер, Югор, Перĕм, Вятка, Пăлхар тата ыттиисен аслă кнеçĕ»[6], каярахпа, Вырăс патшалăхĕн чиккисем сарăлса пынипе, титул çумне «Хусан патши, Аçтăрхан патши, Çĕпĕр патши», «тата Çурçĕрти пĕтĕм çĕршывсен тытăмçи хушăннă»[7].
XIV—XV ĕмĕрсенче вакланнă вырăс çĕрĕсене темиçе политика центрĕ таврашĕнче пуçтарма тытăннă, юлашкинчен çак процесс чăмăртаннă Вырăс патшалăхĕ патне çитерет, тулашĕнчи политика конкуренчĕсене Руç çĕрĕсеншĕн кĕрешнĕ ĕçре пусарма май парать. Çурçĕр-тухăç Руçе пĕрлештерни Иван III тата Василий III астулра ларнă чухне вĕçленет. Иван III çаплах монгол-тутар пусмăрлăхĕ хыççăн, урта ханне пăхăнма пăрахнă Руçĕн пĕрремĕш суверен-тăрăмçи пулса тăрать. Вăл пĕтĕм Руç хуçи титула йышăнать[10].
^Раççей тата вырăс 2012 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. // Справочно-информационный портал Грамота.ру − русский язык для всех (www.gramota.ru)(2014 çулхи Кӑрлач уйӑхӗн 15-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
Богоявленский С. К., Веселовский С. Б. Местное управление // Очерки истории СССР. Период феодализма, XVII в. / А. А. Новосельский тата Н. В. Устюгов ред.. — М.: 1955.