Сахаросăн е сахăр кăшманĕн кулленхи ячĕ. санскр.शर्करा (śarkarā) — пылак, вырăс тата ытти европа чĕлхисене арап.سكر«саккар». Чăваш чĕлхинчиçăкăр сăмахпа ĕлĕк пылак апата палăртнă, мĕншĕн тесен кăвайт çинче ăшаланă ыраш тĕшшисене пылак вырăнне хунă.
Хăмăр сахăр — тросникран кăларнă рафинăламан сахăр. Хăмăр сахăрăн кристаллĕсем тростник мелассипе витĕннĕ, тутлă шăршăллă, тĕслĕ. Сахăр сиропне ятарлă технологипе пĕçерсе тăваççĕ. Хăмăр сахăрăн тĕрлĕ тĕсĕсем хăйсем хушшинче пĕр-пĕринчен меласса паттăки шучĕпе уйрăлаççĕ. Тĕксĕм тростник сахăрĕ йăлкăм тĕслĕрех. Унăн тăван тути кофепе чейе ырăлатаççĕ, çавăнпа ăна хăш чух «чей [кофе] сахăрĕ» теççĕ. Çаплах тĕрĕс маар шухăшпа, вăл мăнтăрлатать теççĕ. Тĕнчере хăмăр сахăр элитăллă экологи енчен таса çиме япали шутланать.