Муратов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Муратов Фёдор Фёдорович (1944, кăрлач, 2, Туçи Шĕмшеш ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР — 1996, кăрлач, 25, Туçи Шĕмшеш ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Республики ), — чăваш сăвăçи.
СССР ÇП пайташĕ (1991)[1].
Пурнăçĕ
1944 кăрлачăн 2-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Туçи Шĕмшеш ялĕнче çуралнă. Аслă классенче вĕреннĕ чухне сусăрланнă. Экстерн мелĕпе вăтам пĕлӳ илнĕ.
Мускав полиграфи техникумĕнче, Чăваш педагогика институтĕнче вĕренсе тухнă.
Чылай çул хушши районта тухса тӑракан хаçатра Илья Тукташ ячӗллĕ литература пӗрлешӗвне ертсе пынӑ.
1996 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Пултарулăх ĕçĕсем
Сăвăсемпе поэмăсем çырнă. Çак кĕнекесем тухнă:
- «Ӗмĕр, шанчăк, юрату» (1988).
- «Ăраскал кĕввисем» (1993).
Литература
- Сементер, Ю. Ҫиле хирӗ, Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1988. – С. 3-5.
- Ефимов, Л. А. Элӗк енӗ: историпе краеведени очеркӗсем / Л. А. Ефимов. – Элӗк, 1994. – С. 286
- Аликовская энциклопедия / редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К.. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3
Асăрхавсем