Кузова́т райо́нĕ — Чĕмпĕр облаçĕн пайĕ. Облаçĕн варринче, в верхнем течении реки Сĕвен тури юхамĕнче вырнаçнă.
Административлă тĕпĕ — хула евĕр посёлок Кузоват. Çĕр лаптăкĕ — 209,8 пин га, облаç территорин 6 %.
Район пуçлăхĕ — Вильчик Александр Наумович.
Тавралăхĕ
Чĕмпĕр облаçĕн Майна, Çĕнĕ Сăпас, Теренькӳл тата Николаев районĕсемпе чикĕ тытать.
Районăн кăнтăр-анăçĕнче Чекали кӳлли — çутçанталăк палăкĕ.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Районăн 56 пурăну вырăнĕнче 29,0 пин çын пурăнать. Наци йышĕпе, вырăссем (66 %), мордвасем —27 %, тутарсем — 0,7 %, чăвашсем — 1,5 %.
Кузоватово районне 1 хула (Кузоватово) тата 5 ял тăрăхĕ (Безводовское, Еделевское, Коромысловское, Лесоматюнинское, Спешнёвское) кĕрет.
Мордва ялĕсем — Кивать, Еделево, Кузоватово, Томылово, Беркулейка.
Экономика
Район территоринче 18 ял хуçăлăх предприятийĕ тата 22 çĕр ĕçчен (фермер) хуçалăхĕ.
Район çĕрĕ урлă Куйбышев чукун çулĕ тата автомобиль çулĕсем иртеççĕ.
Каçăсем
- ^ ОКТМО (рус.)
- ^ Итоги Всероссийской переписи населения 2020 года (по состоянию на 1 октября 2021 года) (рус.)
- ^ Ульяновская область. Общая площадь земель муниципального образования